Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче педагогсен хорӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи виҫӗ хор хутшӑннӑ.
Вӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Чӑвашла та юрланӑ вӗсем. Юрӑсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ.
Малтанах конкурсҫӑсене Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев, вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Суховетрюк саламланӑ.
Юлашкинчен жюри председателӗ Николай Никоноров тухса калаҫнӑ май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Красноармейски шкулӗн вӗренткенӗсен хорӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшне Трак шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне чатукассисем йышӑннӑ.
Сӑнсем (9)
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ.
«Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке.
Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ.
Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ.
Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене» палӑк уҫнӑ. Ӑна лартмашкӑн ентешӗ Николай Угаслов пулӑшнӑ. Вӑл тӑван кӗтесӗшӗн чылай ӗҫ тӑвать.
Николай Угаслов несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упрамалли, вӗсен ӗҫне малалла тӑсмалли пирки каланӑ. «Миллион ҫын пире таса тӳпе парнелессишӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен», — тенӗ вӑл.
Район пуҫлӑхӗ Александр Шадриков ял халӑхне Аслӑ Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, ветерансене ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Вӑл Николай Угаслова Тутарстан вӗренӳ министрӗн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Палӑк пуҫ уснӑ салтак евӗр. Хыҫӗнче — обелиск. Унта паттӑрсен ячӗсене мрамор плита ҫине ҫырнӑ.
Мероприятие сумлӑ хӑнасем те ҫитнӗ: ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллин тата Шакир Ягудин. Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ентешӗсем те тӑван тӑрӑхне килнӗ.
Ялта пӗр ветеран ҫеҫ юлнӑ-мӗн. Вӑл — Алексей Гордеев. Вӑл, ватӑ пулин те, митинга тухнӑ.
Ҫӗнӗ палӑк умне кӑшӑлсемпе чечексем хунӑ. Шкул ачисем вара илемлӗ концерт хатӗрленӗ.
Етӗрне районӗнчи Андрей Михайлович Иванов ертсе пыракан Кӑкшӑмри шкул коллективӗ вӗренекенсен патриотизм туйӑмне ҫирӗплетес енӗпе чылай тӑрӑшать. Шкулта вырӑнти колхоз тата шкул историне халалланӑ музей пур. Ун ӗҫне шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александрова йӗркелесе ертсе пырать. Шкул колективӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн тата «Заветы Ильича» колхоз администраципе туслӑ ҫыхӑну тытать. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул территорийӗнче вырнаҫнӑ чӑрӑш умне асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ку чӑрӑша 1967 ҫулхи Ҫӗнтерӳ кунӗнче шкул ачисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсем малтанхи обелиск вырӑнне лартнӑ. Ҫӗнӗ Культура ҫуртне хута ярсан ун умне палӑкне те ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ.
Шкул директорӗ А.М. Иванов вӗренекенсене чӑрӑш историйӗпе паллаштарчӗ, ӑна упрама чӗнсе каларӗ. Шкулти учительсем тата вӗренекенсем пурте «Вилӗмсӗр полк» акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Кашниех вӑрҫа хутшӑннӑ хӑйӗн тӑванӗн сӑнӳкерчӗкне йӑтса ял урамӗ тӑрӑх палӑк патне ҫывхарчӗҫ, ҫула май вӗсем ҫумне таврари ял халӑхӗ хутшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗрин аллинче темиҫе сӑн. Митинг хыҫҫӑн мӗнпур сӑнӳкерчӗкрен альбом йӗркелесе шкул музейне вырнаҫтарӗҫ.
Ытти чылай ҫӗрти пекех Шупашкар районӗнчи Ойкассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пyҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Ӑна паллӑ чӑваш скульпторӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров ӑсталанӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Федор Мадуров ҫакнашкал парнене чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ӑсталанӑ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкассинче пypӗ 37 кил кӑна пулсан та вӑрҫа xӗpӗx пиллӗкӗн тухса кайнӑ, 22-шӗ унтах выртса юлнӑ. Bӑpҫӑ суранӗ ял ҫыннисен чӗрисенче халӗ те амаланать. Ефросиния Иванова, акӑ, ашшӗне вӑрҫа ӑсатнине хальхи пек астӑвать. Ҫӗнӗ палӑк ҫинче унӑн хушаматне курсан куҫҫулленмесӗр чӑтайман вӑл.
Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑка ӑсталанӑ ҫӗрте ял хастарӗсем те вӑй хунӑ. Ял тӑрӑхне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ, халӗ тивӗҫлӗ канури Евгений Афанасьев ҫaк пархатарлӑ ӗҫe ертсе пыраканӗ пулнӑ.
Палӑк уҫнӑ ҫӗpe Уйкас-Ҫӗнъяла Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн председателӗ Василий Шадриков пырса ҫитнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа пирӗн республикӑра та паян анлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Паллах, чи пуян программа паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарти Республика лапамӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче парад хыҫҫӑн уяв малалла тӑсӑлӗ.
Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем те аяккине юлмасси пирки ЧНКн пресс-служби пӗлтерет. Каҫкӳлӗм, вунҫичӗ сехетрен пуҫласа вунсакӑр сехетчен, театр умӗнчи сцена ҫинче конгресс йӗркеленӗ концерт программине курса савӑнма май пулӗ.
«Янра, юрӑ», «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑнсем, Елена Османова, Валерий Клементьев, Алина Федоровапа тата Денис Пугач паллах кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисем хула халӑхӗпе хӑнасене хӑйсен чи лайӑх юррисене парнелӗҫ.
Шупашкарти суту-илӳ сечӗн пекарӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май хӑйне евӗр курав йӗркеленӗ. Унта — илемлетнӗ ҫӑкӑрсем.
Ҫӑкӑра ҫулҫӑ, чечек евӗр илемлетнӗ. Питӗ кӑткӑс ӗҫ ку. Вӗсене чустаран тата мастикӑран тунине ӗненме те ҫук.
«Смак» сеть ку курава пӗр уйӑх маларах хатӗрленме тытӑннӑ. Пекарьсен шухӑшӗсем кӑпӑшка ҫӑкӑр ҫине куҫнӑ.
Курав «Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗтетпӗр» ятлӑ. Ара, Раҫҫейре ҫӗнтерӳҫӗсене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ-ҫке. Пекарьсем ҫӑкӑра йӑлана кӗнӗ рецептсемпе пӗҫернӗ.
Ҫӑкӑрсем ҫинче — Ҫӗнтерӗве тата тӑнӑҫ пурнӑҫа кӑтартакан паллӑсем: гвоздика, Георги хӑйӑвӗ, шурӑ кӑвакарчӑн, тулӑ пучахӗ.
Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи курав ҫынсене ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен савӑнтарӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци музейне Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май асӑнмалӑх укҫа пуххи парнеленӗ.
Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ йышӑннипе, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнипе Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫурт «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» асӑну пуххи кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата хыҫҫӑн йышӑннӑ СССР патшалӑх наградисене сӑнланӑ.
Пухӑра — наградӑсен миниатюрлӑ 42 ӗлки. Ӑна хатӗрленӗ чухне историе кӗрсе юлнӑ, Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫуртри Минцпӳлӗмре тата архивра упранакан инструментпа усӑ курнӑ.
Кунашкал пухӑсене ҫынсене патриотлӑх воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнакан, ветерансен социаллӑ экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацисен ертӳҫисене те панӑ.
Чӑваш наци музейне парне кӳнӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сиренӗ» акцие хутшӑннӑ.
Республикӑри пур хулапа ял халӑхӗ те Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ялсемпе хуласенче вӑрҫӑран таврӑнайманнисене чысласа лартнӑ палӑксене, асӑну хӑмисене сӑрласа ҫӗнетессипе тимлеҫҫӗ, палӑксем йӗри-тавра чечексем лартса илемлетеҫҫӗ. Республикӑри ялсемпе хуласенче вӑрҫӑ паттӑрӗсене чысласа сирень аллейисем лартрӗҫ. Хаҫат-журналта кулленех вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксем ҫинчен интереслӗ материалсем пичетленеҫҫӗ. Юрӑҫсем тӳлевсӗр концертсемпе ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗҫ.Кашниех ҫак сумлӑ уява тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленет.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи Кӑкшӑмра тата Ҫуткасси ялӗсенче ҫӗкленӗ палӑксене те ҫак кунсенче юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра ӗмӗрӗпе тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫи пулса кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫленӗ Хисеплӗ председателе, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, ӗҫ ветеранне, чылай медаль тата темиҫе орден кавалерне Александров Вячеслав Александровича (1929-2005) чысласа Асӑну хӑми уҫма палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |